Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Асхва ялӗнче Уй кунӗ уҫӑлнӑ. Унта ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа ҫитнӗ.
Михаил Васильевич сӑмах илнӗ май кӑҫал аграри ҫуракине лайӑх вӗҫленине палӑртнӑ. Тыр-пул туса илесси ӳснине те палӑртнӑ вӑл. Ҫав шутра Канаш районӗ — малтисенчен пӗри.
Михаил Игнатьев кӑҫал республикӑри агропромышленноҫ комплексне 2,7 миллиард тенкӗ уйӑрма палӑртнине каланӑ. Ку пӗлтӗрхинчен 11 процент нумайрах.
Уй кунне курава Раҫҫейри ҫичӗ регионти ял хуҫалӑх техникине илсе килнӗ. Пӗтӗмпе — 100 ытла техника. Куравра ял хуҫалӑх культурин сорчӗсем, ӳсен-тӑрана хӳтӗлемелли хатӗрсем пулнӑ.
Унта утӑ ҫулакансен конкурсне те йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев та хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ.
Сӑнсем (23)
Кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Канаш районӗнче иртрӗ. Канашсем Чӑваш Енӗ ҫуралнӑ кунӗпе пӗрле «Урожай» стадионта, Асхва ялӗ ҫывӑхӗнче, Акатуя та паллӑ тунӑ.
Унта ял тӑрӑхӗсем хӑйсен картишӗсене хатӗрленӗ. Уҫырма ял тӑрӑхӗн картишӗнче Надежда Ивановна Александровӑн картинисен куравне йӗркеленӗ. Вӑл Шӑхасанти ӳнер шкулӗнче ачасене вӗрентет.
Уҫырмасем картише картинӑсемпе, тӗрӗсемпе, алӑпа тунӑ кавирсемпе, пахчана илемлетмелли кӳлепесемпе хитрелетнӗ. Ӑна Уҫырма ялӗн ҫыннисем хӑйсем хатӗрленӗ.
Акӑ Сергей Сергеев йывӑҫран Винни пуха, кӑмпана тата ытти кӳлепене касса кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех куравра пахчана лартмалли сӗтел-пукан, чуччу пулнӑ.
Сӑнсем (125)
Паянпа ыран Шупашкарта тата Канаш районӗнче Республика кунне халалланӑ мероприятисем иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Шупашкарти заливра юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелекен пиротехника шоувӗ. Ӑна кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл паянпа ыран пулӗ. Фестиваль хальхи шучӗпе — саккӑрмӗш.
Паянхи те, ыранхи те 22 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Иккӗшне те Чӑваш наци телекуравӗ тӳрӗ эфирта кӑтартӗ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен www.cap.ru официаллӑ порталӗ те ӑна тӳрех пӑхма май туса парӗ.
Пиротехника шоувне хамӑр тата ют ҫӗршывсенчи 5 ушкӑн хутшӑнмалла. Вӗсен хушшинче хуласенчи уявсене кӑна мар, Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ тата Сочире иртнӗ Олимп вӑййи ячӗпе салют кӑтартнисем те пур иккен.
Шупашкарти фестивале хутшӑнакансем кӑҫалхи тӗп теми — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитни.
Республика кунне уявланӑ май Канаш районӗнче «Уй-хир кунӗ» иртет. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркелет.
Республикӑри курав-кӑтартӑва ҫӗршывӑн 7 регионӗнчен килсе ҫитмелле. Вӗсен хушшинче ял хуҫалӑх техникине, вӑрлӑх туса илекенсем, ӳсентӑрана хӳтӗлемелли хатӗр, минераллӑ кӑларакансем хутшӑнмалла. Курава ҫӗнӗ йышши 100 ытла ял хуҫалӑх техники илсе пымалла.
Ял хуҫалӑхӗнчи ҫӗнӗ йышши таварпа район пуҫлӑхӗсене, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене, фермерсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене чӗннӗ.
«Уй-хир кунӗ» вӑхӑтӗнче утӑ ҫулакансен конкурсне тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту ирттерме палӑртса хунӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пилӗк муниципалитетра праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче асӑннӑ парти ячӗпе праймериза хутшӑнакан кандидидатсем Патӑрьел, Канаш, Ҫӗрпӳ районӗнчи суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Элтепер пулас шухӑшлӑ ҫичӗ кандидат пырса ҫитнӗ: ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Саккӑрмӗш кандидачӗ, Игорь Поручиков, суйлавҫӑсемпе тӗл пулма пыман.
Элтепер пуканӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӳттипе тухас ӗмӗтлисем хӑйсен программипе паллаштарнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче иртнӗ парти хушшинчи сасӑлавра патӑрьелсенчен 97 проценчӗ Михаил Игнатьевшӑн пулнӑ, ҫӗрпӳсенчен — 93,9 проценчӗ, канашсенчен — 92 проценчӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртассишӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти паян Етӗрне районӗнче праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Кадидатсем пирки каласан, вӗсен хушшинче Элтепер тивӗҫне халӗ пурнӑҫлакан Михаил Игнатьевсӑр пуҫне ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, Игорь Поручиков уйрӑм усламҫӑ пур.
Аса илтеретпӗр, парти хушшинчи суйлав пилӗк муниципалитетра пулӗ. Паянхи Етӗрнере иртнӗ. Унта вӑл тӑрӑхрисемсӗр пуҫне хӗрлӗ чутайсемпе муркашсем хутшӑннӑ. Ыран праймериз Шупашкарта иртӗ, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче — Патӑрьел, Канаш тата Елчӗк районӗсенче.
Пӗр кунра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Кун пирки РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ку ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ.
Инкексем Канаш, Улатӑр, Шупашкар районӗсенче пулнӑ. Улатӑрта 23 ҫулти каччӑ вырӑнти савут ҫывӑхӗнчи пушар кӳллинче шыва кӗме шутланӑ та путса вилнӗ. Унӑн виллине каҫхи 9 сехет тӗлне тупнӑ.
Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Покровски ялӗнче вара 33 ҫулти хӗрарӑм эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн чӑмпӑлтатма шухӑшланӑ. Ишлейре пурӑннӑскер путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче шырама пуҫланӑ.
Канаш районӗнчи Кипеч ялӗнче вара 47-ри арҫыннӑн виллине тупнӑ. Вӑл та чӑмпӑлтатнӑ чухне шыв айне кайнӑ.
РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗ шывра асӑрхануллӑрах пулма, шыва кӗнӗ чухне эрех ӗҫме юраманни пирки асӑрхаттарать.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидатсене «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти праймериза епле ирттерессипе вӗҫне-хӗрне тухнӑ. Ку суйлав валли парти пайташӗсем виҫӗ кун уйӑрма шухӑшлаҫҫӗ. Праймериз тӑватӑ меслетрен 3-мӗшӗпе иртӗ. Ку меслете хӑшӗсем чи вӑрттӑнни тата уҫҫӑн марри тесе хаклаҫҫӗ иккен.
Парти хушшинчи суйлав пилӗк муниципалитетра пулӗ: Етӗрне районӗнче — ҫӗртмен 18-мӗшӗнче, Шупашкарта — ҫӗртмен 19-мӗшӗнче, Патӑрьел, Канаш тата Елчӗк районӗсенче — ҫӗртмен 20-мӗшӗнче.
Партирен кама Элтепер пулма кандидата суйлассине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемсӗр пуҫне партин регионти уйрӑмӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ тунӑ организацие хутшӑнакансемпе пайташсем хутшӑнайӗ.
Парти хушшинчи кандидатсене хӑш-пӗр регионта 1-мӗш меслетпе суйланӑ. Ӑна чи демократилли тесе калаҫҫӗ. Вӑл тӗслӗхре парти пайташӗ мар ҫын та, енчен ӑна партин 10 пайташӗ ырласан, хӑйӗн кандидатурине сӗнме пултарать. Суйлава вара кирек кам та хутшӑнаять.
Раҫҫей кунӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттем ялӗнче пысӑк уяв пулнӑ темелле. Унта шӑпах ҫав кун Анна Шатова 100 ҫул тултарнӑ.
Район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Анна Алексеевна — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ветеранӑн тӑлӑх арӑмӗ. Анна Шатова 1915 ҫулта ҫуралнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче вӗсен ҫемйине кулаксен йышне кӗртнӗ. Ачасене урамра нимсӗр-мӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ. Анна Алексеевна ун чухне ача кӑна пулнӑ-ха.
Упӑшки унӑн вӑрманҫӑра ӗҫленӗ, пӗрле вӗсем икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ Анна Алексеевна вӑрман хӗрринче кивӗ пӳртре хӗрӗпе пурӑнать. Упӑшки ҫӗре кӗнӗ. Анна Алексеевнӑн 4 мӑнук, вӗсен 7 ачи пур.
Кинемей ватӑ пулсан та хӑйне чиперех туять, хаҫат вулама юратать.
Чӑваш Енре ӗҫе кӳлӗнекен фермерсене аталанмашкӑн грантсем валеҫсе панӑ. Ытларахӑшӗ ӑна пахча ҫимӗҫ лартса ӳстерме, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме, фермӑсем хута яма тивӗҫнӗ.
Акӑ Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи Захаровсем хӑйсен фермине уҫма палӑртнӑ. Хӑйсем каланӑ тӑрӑх, вӗсен хальлӗхе выльӑх-чӗрлӗхе усрамалли вырӑн пур. Анчах вӗсем мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутне ӳстерме палӑртнӑ. Кун валли ферма кирлӗ. Апат хатӗрлемешкӗн техника пур-мӗн.
Захаровсен 10 ене, пӑрусем. Вӗсем уйра кӗтӳре ҫӳреҫҫӗ. Татьяна Захарова ку ялтах ҫуралса ӳснӗ, ҫавӑнпа выльӑха мӗнле пӑхмаллине пӗлет. Пӗлтӗр вӑл фермер хуҫалӑхӗ йӗркелеме шутланӑ. Унӑн 110 гектар ҫӗр те пур. Ӗҫе пурнӑҫлама тӑванӗсем пулӑшаҫҫӗ.
Захаровсем пурӑна-киле ҫакна ӑнланнӑ: тупӑш тӑвас тесен ӗне нумайрах тытмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.